Ҫар ӗҫӗнче кӑна мар, пултарулӑхра та маттур

Шупашкарта ҫамрӑк армеецсен "Зарница" уйрӑмӗсен республикӑри иккӗмӗш смотр-конкурсӗ иртрӗ. Ушкӑнсем Чӑваш Енӗн Обществӑлла палатин Кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. 

Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменне тӗрлӗ тӑрӑхри 15 ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 200-ре яхӑн хӗрпе каччӑ. "Зарница" ҫарпа спорт вӑййисен смотрне чи пултаруллисем - иртнӗ ҫул муниципалитет шайӗнче ҫӗнтернисем килнӗ. 

Ушкӑнсем 8 тапхӑр витӗр тухрӗҫ: теори пӗлӗвӗнче тупӑшрӗҫ, чӑрмавсене парӑнтарчӗҫ, автомат салатса пуҫтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех яш-кӗрӗмӗн стройпа та тӗрӗс утма пӗлмелле, вӑй-хал ҫирӗплӗхне кӑтартмалла. 

"Зарницӑна" хутшӑнни хӗрсемпе каччӑсене ҫирӗп пулма, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме, юратма вӗрентет. Хӗрӳ тупӑшура вара Чӑваш Енӗн Обществӑлла палатин Кубокне тӗп хулари 40-мӗш шкулти ҫамрӑк армеецсен "Сыны Отечества" уйрӑмӗ ҫӗнсе илчӗ. 2-мӗш вырӑна тӗп хулари 37-мӗш, 3-мӗшне 47-мӗш шкулсем йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене "Авангард" патриотла центрӑн дипломӗсене парса чысларӗҫ.

Диана Иванова, Димитрий Макаров