Ҫанталӑкпа хуҫаланма та, юрӑ-кӗвӗ кӑларма та пултарать

Хӗл Мучи Раҫҫейри чи пултаруллӑ асамҫӑсенчен пӗри.

Хӗл Мучин савӑк кӑмӑлне нимӗн те хуҫаймасть. "Ырӑ шухӑшсемпе пурӑнсан, юрӑ-кӗвӗ каласа хаваслансан чир-чӗр ҫывӑха та пыраймӗ", - тет вӑл. Авал ҫапла сипленнӗ те. Тӗрлӗ музыка хатӗрӗпе сасӑ кӑларса. Юмахри асатте мӗн-пур инструментне хӑй аллипе ӑсталать. Ахальтен мар вӑл "Раҫҫейри кӗвӗ ӑсти Хӗл Мучи" ята тивӗҫнӗ. Вӑрман тӑрӑх ҫӳрет, параппан, шӑхлич, хӑнкӑрма ӑсталма материал пуҫтарать. Темрен те кӗвӗ кӑларма пултарать. Хӑмӑшран, йывӑҫ хуппинчен, тӑмран, хур тӗкӗнчен те. Экологи тӗлӗшӗнчен таса музыка пулса тухать. 

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Виолетта Александрова