Ҫанталӑк кунран-кун ҫуркуннене ҫывхартнӑ май ҫӑлавҫӑсен яваплӑхӗ хушӑнать

Вӗсем юханшывсенчи лару-тӑрӑва талӑкӗпе тимлеҫҫӗ, хӗвел ӑшшипе вӑйсӑрлансах пыракан пӑр ҫине тухнӑ ҫынсене инкекрен хӑтарас тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Атӑлӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти лаптӑкӗнче шыравпа ҫӑлав службипе пӗрле вӗренӳ ирттерчӗҫ. 

Синкер тухасса кӗтмелле мар, яланах сыхӑ пулмалла. Специалистсен ӑсталӑхне, техника вӑй-хӑватне тренировка ирттерсе тӗрӗслесех тӑмалла. Вара тин ҫурхи шыв сарӑлнӑ тапхӑра тивӗҫлӗн ирттерсе яма пулӗ. 

Атӑл ҫинчи вӗренӗве аэромобиль ушкӑнӗн специалисчӗсем 105-ӗн хутшӑнчӗҫ, 24 тӗрлӗ техника явӑҫтарнӑ. Шыв-шур вӑхӑчӗ уйрӑмах йывӑрлӑх кӳрсен шӑпах вӗсен хастарлӑхӗнчен те нумай килӗ. Ҫут ҫанталӑк хӗл йывӑрӑшӗнчен тасалнӑ чухне ҫын пулӑшӑвӗсӗр май ҫук. Ҫӑлавҫӑсем вӗренӳ ирттернӗ кун пӑр касрӗҫ, кӗл сапса юра хуратни те пӗлтерӗшлӗ. 

Атӑл ҫинче пулӑҫсем те йӗркипе лараҫҫӗ. Хӗллехи ҫирӗп пӑр вӗсен пурнӑҫне хӑрушлӑх кӳмен пулсан, ҫуркунне енне сыхланмалла. Ҫурхи шыв тыткӑнне лекнӗ ҫынсене хӑтарассипе те ҫӑлавҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗҫ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, юханшыва кайнӑ пулӑҫа туххӑмрах хӑтарчӗҫ. Васкавлӑ пулӑшу часах ҫитсе инкеке лекнине больницӑна илсе кайрӗ. 

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче те ҫак кунсенче тренировка иртнӗ. Унта ейӳ вӑхӑтне ирттерес тӗлӗшпе чӑннине ҫывӑх ӗҫ-пуҫ ирттернӗ. Вӑл шутра эвакуаци, халӑха вӑхӑтлӑх хӳтлӗх парасси. Паян республикӑра ҫут ҫанталӑк пушарӗсемпе кӗрешессипе вӗренӳ ирттерме палӑртнӑ. 

Алиса Александрова, Денис Афанасьев