Ҫамрӑк специалистсен аталанӑвӗнче вӗрентекенсен тӳпи пӗлтерӗшлӗ

"Медицинӑри кадрсем" федераци проектне пурнӑҫланӑ май "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑри сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ пуҫарупа тухнӑ. "Профессионал ҫул-йӗрӗ" ят илнӗ проекта регион ертӳҫи Олег Николаев ырланӑ. Ӑна тухтӑрсен Шупашкарта иртнӗ стратегиллӗ сессийӗнче сӳтсе яврӗҫ. 

Ҫак калӑпӑшлӑ ӗҫ-пуҫпа республикӑри сывлӑх сыхлавӗнчи наставничество ҫулталӑкӗ уҫӑлчӗ тесен те юрать. Чӑваш Ене тӗрлӗ регионтан медицинӑри пысӑк опытлӑ специалистсем килсе ҫитнӗ. Мускаври экспертсем калаҫӑва видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑнчӗҫ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен нормативлӑ документсене улшӑну кӗртнӗ май, медицина учрежденине ӗҫе вырнаҫсан кашни специалист ҫумне наставник ҫирӗплетмелле. 

Тӗрӗссипе наставник ӗҫне йӗркелени пирӗн регионшӑн ҫӗнӗлӗх мар. Канашри медицина центрӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ Тӑвай районӗн тӗп больници, сӑмахран, ку енӗпе ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнчӗ. Яла ҫамрӑк фельдшер килсен ӑна ҫур ҫул таран пӗр-пӗр специалист ертсе пырать. Лариса Тарасова министр палӑртнӑ тӑрӑх, тухтӑр мӗн чухлӗ ӗҫлет - ҫавӑн чухлӗ вӗренет. Хӑй профессире пирвайхи утӑмсем тунине те аса илчӗ вӑл. Ун чухнехи наставниксем ҫамрӑксене тӗллевлӗн вӗрентнӗ, пысӑк яваплӑх умӗнчи шикленӗве сирме хӑнӑхтарнӑ, шанӑҫ панӑ, хавхалантарнӑ. Паян та ҫав вӑхӑтри вӗрентӳ ӗҫне чӗртсе тӑратма, хальхи саманапа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ шухӑшсене ӗҫе кӗртме сӗнчӗ. 

Стратеги сессийӗнче тӗрлӗ регионти, Чӑваш Енри ял-хулари тухтӑрсем, сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем умри калӑпӑшлӑ ӗҫе хатӗрленсе тӗллевӗсене палӑртрӗҫ. 

Алиса Александрова, Денис Афанасьев