Ҫакӑн пек ҫанталӑк ҫынсене шыв хӗррине илӗртет. Унта каннӑ чухне вара пурин те хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнмалла.
Шупашкарти арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнчи хӑйӑрлӑ Атӑл хӗрри нумай ҫынна илӗртет. Ҫак вырӑнта шыва кӗме юрамасть пулин те, халӑх яланах йышлӑ. Пӗрисем хӗвел ҫинче хӗртенеҫҫӗ пулсан, теприсем шывра чӑмпӑлтатаҫҫӗ. Саккун тӑрӑх вара вӗсене кунта шыва кӗме юраманни пирки асӑрхаттарма кӑна юрать. Кашни пляжрах канакансен сывлӑхне 3 ҫӑлавҫӑ тата медиксем сыхлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсенче шыва кӗме ирӗк панӑ вырӑнсене паллӑ тунӑ. Апла пулин те, тимлӗх пирки кашнийӗн асра тытмалла. Уйрӑмах ачасене куҫран ямалла мар. Аслисен вара ӳсӗрле шыва кӗмелле маррине пуҫра тытмалла.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов