Ҫӑлавҫӑсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ

Чӑваш Енре пӗлтӗр пысӑк калӑпӑшлӑ инкек-синкек тухман. Ку вӑл гражданла хӳтӗлев, чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва сирсе ярас, халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ӗҫӗн 2024-мӗш ҫулти пӗтӗмлетӳ кӑтартӑвӗсенчен пӗри. Ҫавӑн пекех ларура 2025-мӗш ҫула палӑртнӑ тӗллевсене те тишкерчӗҫ. 

2023-мӗш ҫултипе танлаштарсан синкерсен шучӗ 2 хут чакнӑ. Пушарсем те сахалрах алхаснӑ. Ҫурхи шыв-шурпа ҫыхӑннӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру шута илмен. Харпӑр хӑйне хӳтӗлемелли медицина хатӗрӗсен саппасӗ 100 процентпа танлашнӑ. Юханшыв, кӳлӗ таврашӗнчи пӑтӑрмахсем вара нумайлаланнӑ. Вут-ҫулӑмра, шывра 94 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ май, Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин ӗҫӗпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче кулленех паллаштарнӑшӑн журналистсене те чысларӗҫ. "Ҫӑлав ӗҫне ҫутатнӑшӑн" медале Чӑваш радио редакторӗ, "Спасатели на страже" программа авторӗ Венера Енейкина тивӗҫрӗ. 

Алиса Александрова, Денис Пахмутов, Михаил Солин.