Ҫӑлавҫӑсем ҫурхи шыв-шур тапхӑрне мӗнле хатӗрленнине пӗтӗмлетрӗҫ 

Ҫуркунне ҫитнӗ май ҫӑлавҫӑсен хӗрӳ тапхӑр пуҫланать. Пӑр ҫӳхелнипе шыва анса каяс, ейӳ вӑхӑтӗнче вара ялсемпе хуласене шыв илес хӑрушлӑх ӳсет. Ҫавӑнпа инкеке лекнисене пулӑшу кӳме хатӗр пулмалла. 

Кунта тӗрлӗ инкеке сирме пулӑшакан 29 техника. Вӗсене Раҫҫейри чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Антонов пӑхса ҫаврӑнчӗ. Машинсене кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернине тимлӗх уйӑрчӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май пӑр ҫӳхелсех пырать. Ҫавӑнпа ҫынсем шыва анса кайни те пулкалать. Ун пек чухне водолаз машинипе тата ятарлӑ катерпа усӑ кураҫҫӗ. Ейӳ тапхӑрӗ те ҫывхарать. Ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтсан 17 муниципалитета шыв илме пултарать. Вӗсенчи 1500 ытла ҫуртра 3 пин те 500е яхӑн ҫын пурӑнать. Вӗсене кун пирки асӑрхаттарнӑ. 

Алена Артемкина, Святослав Петров