Ҫӑкӑр заводне хупӑнма паман

Йывӑр вӑхӑтра патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр заводне хупӑнма паман. Пӗчӗк утӑмсемпе пулин те, кунта производство калӑпӑшне ӳстерсех пыраҫҫӗ. 

Ку предприяти кӑмакинчен пиҫсе тухакан ҫӑкӑр-батон, тортсем тата вун-вун тӗрлӗ ытти ҫимӗҫ хамӑр республикӑри ял-хулара пурӑнакансен сӗтелӗ ҫине кӑна мар, кулленех Мордва, Чулхула тӑрӑхне ҫитет. Ҫӗмӗрлесен продукцийӗ 530 лавкка сентрисем ҫинче пур. Больницӑсене, шкулсемпе ача сачӗсене те кунтанах тавар ӑсатаҫҫӗ. 

Паян хӑй йӗркипе ӗҫлекен завод 2022-мӗш ҫулта ытти чылай предприяти пекех йывӑрлӑха лекнӗ. Санкцисене пула чӗртавар хакӗсем ӳссе кайнӑ, чикӗ леш енчен килекен ингредиентсемпе хутӑшсен, оборудованин хушма пайӗсен ҫулӗ пӳлӗннӗ. Завод хупӑнас патнех ҫитнӗ. Ертӳҫӗсем патшалӑхран пулӑшу ыйтма йышӑннӑ. 30 пине яхӑн пурӑнакан хулари предприятин тӗп директорӗ Татьяна Асютина каланӑ тӑрӑх, йывӑр вӑхӑтра халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ килнӗ 7 миллион тенкӗ субсиди 145 ҫынна хӑйӗн вырӑнӗнче сыхласа хӑварма май панӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пекех "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 17 ҫынна пекаре вӗрентсе кӑларнӑ. Патшалӑх кирлӗ вӑхӑтра пулӑшу панине кура заводра малтанхиллех чарӑнми ӗҫ вӗрет. Паллах, ӗҫлекенсен йышне чакарма тивнӗ. Унпа пӗрлех производство калӑпӑшӗ те пӗчӗкленнӗ. Малтанласа талӑкра 12 тонна продукци кӑларнӑ пулсан, халӗ - 5. Вӑл шутра 60 тӗрлӗ ҫӑкӑр-булка, 130 кондитер изделийӗ. Кулленех вун-вун килограмм тутлӑ ҫимӗҫ пӗҫерсе кӑларакансем вӑр-вар ӗҫлеҫҫӗ. "Пӗр хӑнӑхсан йывӑр мар, халӑх пирӗн продукцие кӑмӑлласа астивни татах та хавхалантарать", - тет заводра чылайранпа вӑй хуракан Надежда Майорова.

Ҫӑкӑр цехӗнчи конвейерсем васкавлӑн ӗҫлеме хистеҫҫӗ пулсан, кондитерсем патӗнче урӑхларах. Картина ӳкернӗ пек кашни тортне хитрелетмелле, ҫынсен кӑмӑлне тутипе те, илемӗпе те юрама пӗлмелле. Ҫулран-ҫул ассортимент та пуянлансах пырать. Иртнӗ ҫулталӑк завода ура хума хӑтланнӑ пулин те, тупӑшпах вӗҫленӗ ӑна. Кӑҫал та патшалӑх ӗҫлекенсене шалу тӳлемелӗх субсиди уйӑрнӑ предприятие. "Ӗҫсем йӗркеленсе кайсан малтанхи калӑпӑш патне ҫитес тӗллевлӗ эпир", - теҫҫӗ Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр заводӗнче.

 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров