Ҫак уйӑхра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тума пуҫланӑранпа 79 ҫул ҫитет

Уйри ҫар объекчӗсене чавнӑ ҫынсем халӗ те пур-ха. 41-мӗш ҫулхи шартлама сивӗре вӗсем хӑйсене хӗрхенмесӗр тарӑн окопсем тунӑ.

Сӑр юханшывӗ республикӑн кӑнтӑр чиккинчен пуҫласа ҫурҫӗр енне ҫитичченех 5 район тӑрӑх явӑнса юхать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан тепӗр 4 уйӑхран ун хӗррипе хӳтӗлев чикки тума пуҫланӑ. Фронта каймасӑр юлнӑ ҫамрӑксемпе ватӑсене пурне те ҫак ӗҫе явӑҫтарнӑ. Сӑр хӳтӗлев чиккин чи пӗлтерӗшлӗ вырӑнӗсенчен пӗри Етӗрне тӑрӑхӗ пулнӑ. Кунта окоп чавнипе пӗрлех ҫар транспорчӗ валли кӗпер тумалла пулнӑ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов, Артур Галкин, Олег Цыпленков