Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ культура керменӗ хӑнасене кӑмӑла ҫӗклекен тӑванлӑх юррисемпе хапӑл турӗ. Хӗпӗртесе савӑнма сӑлтав пысӑк. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫынни Иван Николаев 80 ҫул тултарчӗ. Ҫавах та, ҫак салтак пек тӳрӗ яш ҫине пӑхсан никам та ун чухлӗ ҫул параймӗ. Иван Николаевич паян кун та ӗҫе ҫӳрет.
Иван Николаев Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи Куснарпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринчи строительсене хатӗрлекен техникума пӗтернӗ. Унтан пурнӑҫне ҫар тытӑмӗпе ҫыхӑнтарма шутланӑ. Малтанах Калининградри ҫарпа инженери училищинче, унтан Куйбышев ячӗллӗ академире пӗлӳ пухнӑ, адъюнктура тухнӑ. Ҫар тивӗҫне вӑл Германире пурнӑҫланӑ. Пӗр вӑхӑт Карпат тӑрӑхӗнче те пулнӑ. Унтан Иван Николаевич чылай ҫул ҫарпа инженери академийӗнче вӑй хунӑ. Аслӑ преподаватель, профессор пулса тӑнӑ. 1996-мӗш ҫулта вӑл ҫар наукисен докторӗн диссертацине хӳтӗленӗ. Паян вӑл Раҫҫей Федерацийӗн хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарӗсен пӗтӗмӗшле ҫар академийӗн профессорӗ пулса ӗҫлет, Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен Мускаври "Сыны Отечества" юлташлӑха ертсе пырать.
Ҫар наукисен докторӗ 120 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех 3 вӗренӳ кӗнеки тата 9 пособи кӑларнӑ. Вӑл хатӗрленӗ ӑслӑлӑх проекчӗсем тӑрӑх паянхи ҫар операцийӗн хӗрӳ вырӑнӗсенче хӳтлӗх пайӗсене ҫирӗплетеҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче Иван Николаевич хӑй те ҫапӑҫу хирӗнчи салтаксене пулӑшма каяс тенӗ, анчах та сахал мар ҫулӗсене кура ҫар пуҫӗсем ӑна салтаксен ретне тӑма ирӗк паман. Ҫавах та ҫак хӑюллӑ утӑм хӑй пысӑк паттӑрлӑхпа тан.
Сумлӑ юбилейра Иван Николаева Чӑваш Республикин хисеп грамотипе чысларӗҫ. Сцена ҫине салампа тухакансем пурте унпа хӗпӗртенине, мӑнаҫланнине палӑртрӗҫ. Ҫак хисеп ҫар ҫыннине малашне те тӑван ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫлеме вӑй-хӑват парать.
Эпир те хисеплӗ юбиляра ҫирӗп сывлӑх, ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме ӑнӑҫу сунатпӑр.
Алексей Енейкин








