Бизнес-план хатӗрлеме пулӑшаҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ, ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштараҫҫӗ

"Агро-Инновации" предприяти пирки сӑмах пырать. Унӑн ӗҫне Мускавра иртнӗ "Ылтӑн кӗркунне" куравра пысӑк хак панӑ. 

Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне "Агро-Инновации" предприяти информаципе консультаци енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ. Ҫакӑн пек наградӑпа Компетенци центрӗн ӗҫне те палӑртнӑ. Ӑна 2019-мӗш ҫулта туса хунӑ. 

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлес текенсене патшалӑх 2012-мӗш ҫултанпа укҫа уйӑрать. Республикӑри кашни виҫҫӗмӗш фермер тата кашни пиллӗкмӗш кооператив гранта тивӗҫнӗ. Агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне вӗсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Выльӑх пуҫне ӳстерсе пыраҫҫӗ, ҫӗнӗ производство, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеҫҫӗ. "Грант хуҫи пулас тесен - конкурса тӗплӗн хатӗрленмелле", - тет "Агро-Инновации" предприяти ертӳҫи Николай Васильев. Кӑҫал тупӑшу хӗрӳ иртнӗ. Тӗслӗхрен, "Агростартапшӑн" 76, "Ҫемье ферми" грантшӑн - 33 ҫын кӗрешнӗ. Компетенци центрӗнчи специалистсем вӗсене бизнес-план хатӗрлеме пулӑшнӑ. 

Грант илекенсен яваплӑх пирки те манмалла мар. Проектра кӑтартнӑ тӗллевсене 5 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле. Фермерсен аталанӑвне асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, кӑҫал пуҫласа республикӑра чи лайӑх кӑтартусемпе ӗҫлекен хуҫалӑхсене палӑртнӑ. Фермерсен рейтингне шӑпах "Агро-Инновацин" Компетенци центрӗ йӗркеленӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне ҫӗр ӗҫченӗсем мӗн чухлӗ выльӑх усранине, ҫӗр лаптӑкне, техника шутне, ӗҫ укҫине, тухӑҫлӑхне тата ыттине те шута илнӗ. Патшалӑх грантне ҫитес ҫул тивӗҫес текенсен вара конкурса мӗнле проектпа хутшӑнасси пирки шутлама вӑхӑт. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов