Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗнче "Мисс УИС" конкурс иртрӗ 

Профессири ӑсталӑхӗпе тата илӗртӳлӗхӗпе пуринчен те ирттерекене 11 пикерен суйларӗҫ.

Сцена ҫинчи илемлӗ тыткаларӑшне кӑна мар, ӑсталӑхне, пӗлӗвне тӗрлӗ енлӗн кӑтартмалла. Конкурса хутшӑнакансен саккунсене епле пӗлнине, кулленхи ӗҫри хӑнӑхӑва ҫирӗплетмелле пулнӑ. Унсӑр пуҫне тӗл перессипе, тӗрлӗ хӑнӑхтару тӑвассипе ӑмӑртнӑ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррин ку профессире ҫирӗп пулмалла, пысӑк яваплӑха туймалла. Службӑра маттурисем хушшинче ҫӗнтерӳҫе палӑртас умӗнхи тапхӑр вара - пултарулӑх тупӑшӑвӗ. Сцена ҫине юрӑпа тухакансем те пулчӗҫ. Хӑйне хавхалантаракан тепӗр ҫынпа е ушкӑнпа юрласа ташлакансем те. 

Тӳресен йышӗнче хореграфи тата вокал ӑсталӑхӗн педагогӗсем, служба ветеранӗсем пулчӗҫ. 3-мӗш вырӑна Татьяна Никитина тухрӗ, 2-мӗшӗнче - Екатерина Константинова. "Мисс УИС" ята Лариса Фёдорова тивӗҫрӗ.  Юсанмалли 1-мӗш колонире ӗҫлекенскерӗн Чӑваш Енри айӑплава пурнӑҫа кӗртекен тытӑм чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлемелле пулӗ. 

 


Алиса Александрова