Аварире пурнӑҫран уйрӑлнисене асӑнмалли Пӗтӗм тӗнчери кун иртрӗ

Ҫак ятпа Чӑваш Енре эрне тӑршшӗпех тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пулчӗ. Сӑмахран, 65-мӗш шкулта вӗренекенсем водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсене хутран ӑсталанӑ пирӗштисене парнелерӗҫ. 

Ҫӗнӗ хула микрорайонти 65-мӗш шкулта вӗренекенсемпе тӑтӑшах ҫул-йӗр правилисемпе паллаштаракан тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ. Пӗлӳ ҫуртӗнче ҫамрӑк инспекторсен ушкӑнӗ те пур. Хальхинче хастарсем аварисенче пурнӑҫран уйрӑлнисене асӑнмалли куна халалланӑ "Ангел в дорогу" акцие хутшӑнчӗҫ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутсенчен пирӗштисем ӑсталарӗҫ, вӗсене сӑрласа илемлетсе водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсем валли сӗнӳсем ҫырчӗҫ. Парнесене ачасем аслисене ҫул-йӗр инспекторӗсемпе пӗрле пачӗҫ. Ҫакӑн пек акцисем вӗренекенсемшӗн те, водительсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулнине ашшӗ-амӑшӗ те ҫирӗплетет.

Инспекторсем водительсене те, ҫӳран ҫӳрекенсене те ҫул-йӗр правилисене яланах асра тытма, асӑрхануллӑ пулма калаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗн те ачисене мӗн пӗчӗкрен тимлӗхе вӗрентмелле. 

Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова