Атӑлпа Урал тӑрӑхӗсенче патриотизм воспитанийӗпе ӗҫлекенсен пӗрремӗш форумӗ вӗҫленчӗ

Чӑваш Ене 20 регионтан 200 ытла специалист пуҫтарӑннӑ. 4 кун вӗсем ҫитӗнекен арӑва тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланма вӗрентессинче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗҫ, ҫамрӑксемпе ӗҫлемелли тӗп ыйтусене сӳтсе яврӗҫ тата малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ. 

Патриотизм форумне хутшӑнакансен тӗллевӗсемпе шухӑшӗсем анлӑ тата, паллах, вӗсем хӑйсен пӗлӗвӗне ӳстерме ӑнтӑлаҫҫӗ, ҫӗршыв шайӗнчи экспертсен сӗнӳ-канашне хаваспах ӑша хываҫҫӗ. Пирӗн республикӑра кӑҫалтан кашни тӑрӑхра ҫамрӑксемпе ятарлӑ канашлуҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫакӑ паянхи яш-кӗрӗм мӗнпе пурӑннине тата кӑсӑкланнине уҫса парать. 

Форумра патриотизм туйӑмне вӑратассипе тата вӑйлатассипе ҫыхӑннӑ ӑнӑҫлӑ проектсемпе паллаштарчӗҫ, ҫавӑнпа пӗрлех ҫӗнӗ шухӑшсем те ҫуралчӗҫ. Кургантан килнӗ Александр Пылкова, сӑмахран, Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене халланӑ палӑка лартма май килнӗ шухӑш уйрӑмах кӑсӑклантарчӗ. Шупашарти предприятисем "Сӑр ҫӑкӑрӗ" пӗҫерме пуҫласа тупӑшӑн пӗр пайне Куславкка тӑрӑхӗнчи Мемориал комплексне ҫӗклеме яни уйрӑмах хавхалантарчӗ ӑна. 

Форума ахальтен мар Чӑваш Енре ирттерме йышӑннӑ - кунта мӗн пӗчӗкрен ҫӗршыва хисеплеме тата унпа мӑнаҫланма вӗрентеҫҫӗ: ҫулран ҫул шырав отрячӗсем йышланаҫҫӗ, ҫамрӑк армеецсемпе кадетсен юхӑмӗ ҫирӗпленет. 

Тухса калаҫнисен шучӗпе, шкулсемпе хушма пӗлу паракан учрежденисене ҫар ҫыннисене ытларах илӗртмелле. Калӑпӑр, ятралӑ операцине хутшӑнакансем паттӑрлӑх ҫинчен каласа пама пултараҫҫӗ. 

Форума йӗркелекенсем паянхи информаци уҫлӑхне те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Иртнине асра тытмасӑр малашнехи пурнӑҫа тума ҫук тенине тӗпе хумаллине палӑртрӗҫ вӗсем.

Ирина Николаева, Светлана Позднякова, Димитрий Макаров