«Атăл» батальон салтакĕсем халĕ çĕршыва Донецкпа Луганск тăрăхĕсенче хӳтĕлеççĕ. Фронтăн малти ретĕнче тăшмана тĕп туса паттăрлăхпа палăраççĕ. Мухтавлă йышра пурĕ 200 яхăн салтак. Ытларах пайĕ Чăваш Енрен. Хĕсметри ентешсене республикăра пурăнакансем май килнĕ таран пулăшса пыраççĕ.
Çав шутра Чăваш наци конгресĕ те. Иртнĕ уйăхсенче пĕрлешÿ пайташĕсем пысăк ушкăнпа пухăнса фронт валли хÿтлĕх каррисем çыхрĕç. Батальонăн çуралнă кунĕ тĕлне ятарлă виткĕчсене конгресс салтаксем патне илсе çитерчĕ. Çавăн пекех çар тивĕçне чыслă пурнăçлакан ентешсене пĕрлешÿ президенчĕ тĕрлĕ çи-пуç, куллен çăвăнса тасалмалли хатĕр-хĕтĕр, конгресăн 30 çулне халалланă кĕнеке парнелерĕ.
Алексей Енейкин