Атӑл - туристсен илӗртмӗшӗ

Чӑваш Ене хӗрарӑм вӑй-хӑвачӗ пек кӑтартмалла. Халӑх юмах-халапӗ, йӑли-йӗрки ҫакна ҫирӗплетсе парать. 

"Руна ҫулӗ" маршрут йӗркеленӗ чухне экспертсем ку пирӗн тӑрӑха туристсене илӗртмелли май пулнине палӑртнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кун пирки Раҫҫей Патшалӑх Думин туризм инфраструктурине аталантарассипе ӗҫлекен комитет ларӑвӗнче пӗлтерчӗ. Унта Атӑл ҫинчи регионсем мӗнпе кӑсӑклине сӳтсе яврӗҫ. Ларура ҫавӑн пекех юханшыв туризмне чӗртмелли ҫинчен нумай калаҫрӗҫ. Уйӑх каялла Шупашкартан Хусана "Валдайсем" ҫула тухрӗҫ. Шыв транспортне пассажирсем кӑмӑлланӑ - кимӗсен 90 проценчӗ тулать. 

Ирина Николаева, Светлана Позднякова, Виктор Степанов, Андрей Шоклев