Астӑвӑм ӗмӗрлӗхе юлмалла

Республикӑра Сӑр хутӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ кӗнеке хатӗрлеҫҫӗ.

Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Хушӑвӗпе 2021-мӗш ҫула Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫ мухтавӗн Ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫитес ҫул ҫак объекта тума пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитет. Пирӗн республика урлӑ вӑл 380 ҫухрӑм иртнӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви юбилей тӗлне кӗнеке хатӗрлет. Унта халӑх хастарлӑхне ҫутатӗҫ. Ҫӗмӗрле районӗнчи лаптӑкра халӗ историксем ӗҫлеҫҫӗ. Унта пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫитрӗ, кӗнеке авторӗсенчен пӗринпе тӗл пулчӗ. 

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Никита Углев