Ӑсталӑхне тупӑшура кӑтартрӗҫ 

Темӗнле кӑткӑс лару-тӑрӑва та хатӗр пулмалла. Шупашкарта республикӑри пушар чаҫӗсенче ӗҫлекенсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. 

Сценари тӑрӑх, машин аварие лекнӗ. Водительпе пассажира хӑвӑртрах салонран кӑлармалла. Ҫӑлавҫӑсен аллинче - ҫын пурнӑҫӗ, ҫавӑнпа та кун пек чухне ҫухалса каймалла мар, ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫламалла.

Кунта пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ. Тӳресем инкеке лекнисене мӗн вӑхӑтра ҫӑлнине, кашни утӑма тӗрӗс тунине шута илеҫҫӗ. Салонран кӑларнӑ ҫынсене пӗрремӗш пулӑшу та пама пӗлмелле. 

Ӑмӑртӑва 5 ушкӑн хутшӑнчӗ - Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенчен. Ҫакӑн пек тупӑшусен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Ҫӑлавҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне ӳстернипе пӗрлех, ӗҫре тӗл пулма пултаракан йывӑрлӑхсене мӗнле парӑнтармаллине уҫӑмлатаҫҫӗ.

1-мӗш вырӑна Шупашкарти ятарлӑ пушарпа ҫӑлав чаҫӗ йышӑнчӗ. 2-мӗшне - Канашри 15-мӗш пушар чаҫӗ, тӗп хулари 7-мӗш чаҫре ӗҫлекенсем виҫҫӗмӗш пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ республика чысне ҫуркунне Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче хӳтӗлӗ.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов