Аслисене те, ачасене те илӗртекен вырӑн

Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи Напольное салинче ҫӗнелнӗ библиотекӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ. Ӑна "Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе тӗпрен улӑштарнӑ. Ҫӗнӗ ӑру вулавӗшӗнчи майсемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те паллашрӗ.

Ку учреждени - Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи пӗрремӗш ҫӗнӗ ӑру библиотеки. "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӑна юсама федераци бюджетӗнчен 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне республика тата муниципалитет хыснисенчен 84 пин тенкӗ тӑккаланӑ. Тӗслӗхлӗ вулавӑшра тавракурӑма анлӑлатма та, канма та пулать. Кунта тӗрлӗ лаптӑк йӗркеленӗ. Пӗринче ачасене вӑхӑта ирттерме, тепринче ҫамрӑксене пухӑнма кӑмӑллӑ. Ку тӑрӑхра ирҫесем пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та халӑх культурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан кӗтес те пур. Унсӑр пуҫне вулавӑш хальхи йышши хатӗрсемпе пуян. Ачасене уйрӑмах 3 "Дӑ" принтер тата микроскоп кӑсӑклӑ пулӗ. Кӗҫӗнреххисем тӗрлӗ вӑйӑ выляма пултараҫҫӗ. Библиотекӑра ҫакнашкал 12 кӗнеке. Саспаллисене ятарлӑ хатӗрпе пысӑклатма пулать. 

Кӗнеке фончӗ те самай пуянланнӑ: 2 миллион тенкӗлӗх 3 пин ытла ҫӗнӗ экземпляр кӳрсе килнӗ. Вӑл шутра ытларахӑшӗ ача-пӑча кӑларӑмӗсем. Ҫавӑн пекех мультстуди йӗркеленӗ. Унта анимаци фильмӗсем тума, вӗсене сасӑ-кӗвӗпе илемлетме пулать. Хальхи ӑру библиотеки уҫӑлни ку тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн парне пулчӗ. 

Ку библиотекӑна Напольное салинчен кӑна мар, ҫывӑхри ялсенчен те ҫӳренӗ. Халӗ вара тӗпрен ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн вулакансен йышӗ тата нумайланассине кӗтсех тӑраҫҫӗ кунта ӗҫлекенсем.

Диана Иванова, Виктор Степанов