Аслӑ вӗрентекенӗмӗр пурнӑҫӗ тата ӗҫӗ ҫинчен

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче 175 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлчӗ. 

Курав икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗнче Иван Яковлев тата унӑн ҫемйи усӑ курнӑ япаласене, кӗнекесене вырнаҫтарнӑ. Кунти экспонатсен пӗр пайне музея 1927-мӗш ҫулта, чӑваш патриархӗ пурӑннӑ чухнех парнеленӗ. Ыттисене 1959-67-мӗш ҫулсенче Иван Яковлевичӑн мӑнукӗсем панӑ. Куравра вӗрентекенӗн ҫуртӗнче упраннӑ, темиҫе ӗмӗр каяллахи япаласене курма пулать. Вӑл шутра патриархӑн енчӗкӗ, пӗчӗк арчи, чернил савӑчӗ, Алексей ывӑлӗн сехечӗ, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнисен фотоальбомӗ тата ыттисем те. 

Куравӑн иккӗмӗш пайӗ - куҫса ҫӳрекен пулӗ. Вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпе республикӑри шкулсене ҫитӗ. Экспозицире Иван Яковлевичӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӑхӑтри документсемпе сӑн ӳкерчӗксем. Чӑваш наци музейӗ патриархпа ҫыхӑннӑ тепӗр курав та хатӗрлет. Ӑна вара ҫӗршыври тӗрлӗ хулара кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Чи малтан - Мускавра. 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова