Аслӑ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ черетлӗ салтак тӑван ҫӗрӗнче ӗмӗрхи канлӗхне тупрӗ

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Курнавӑшра Николай Круглов хӗрлӗ армееца вилнӗ хыҫҫӑн 84 ҫул иртсен ҫывӑх ҫыннисемпе юнашар ял масарӗнче пытарчӗҫ. Унӑн шӑммисене Мордва Республикинчи шыравҫӑсем Калуга тӑрӑхӗнче тупнӑ. 

Курнавӑшра пурӑнакансемшӗн пӗр вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ та хурлӑхлӑ пулӑм. Ялта Аслӑ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ паттӑр салтакпа - Николай Круглов хӗрлӗ армеецпа сывпуллашаҫҫӗ. Малтанах салтак ҫуралнӑ вырӑнти ҫурт умӗнче, унтан асӑну лапамӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта вӑрҫӑ вӑхӑтне ас тӑвакансем те пур-ха.

Николай Круглов 1899-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах унӑн граждан вӑрҫине хутшӑнма тивнӗ. Унтан таврӑнсан салтак ҫемье ҫавӑрнӑ. Ялта вӑл хисеплӗ ҫын пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вара Николай Алексеевич 5 ачине мӑшӑрӗпе хӑварса хӑй ирӗкӗпе тепӗр хут ҫар ретне тӑнӑ.

1942-мӗш ҫулта Круглов салтак Калуга тӑрӑхӗнчи чи йывӑр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Шел пулин те, нумайӑшӗ унтах выртса юлнӑ. Николай Алексеевич Калуга облаҫӗнчи Ульяново районӗнчи хӗрӳ ҫапӑҫура вилнӗ. Ҫакна шӑм-шакпа пӗрле тупнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫирӗплетет. Пехота салтакӗ пуҫне каска тӑхӑннӑ пулнӑ, аллинче винтовка, ҫумӗнче питӗ нумай патрон, ытти вак-тӗвек япала чылай пулнӑ. Ятне-шывне ӗнентерекен хут татӑкӗ вара гильза ӑшӗнче упраннӑ. Ҫак пурлӑха Мордвари "Зов" шырав ушкӑнӗ тупнӑ. Салтак ҫумӗнче пулнӑ япаласене вӗсем Николай Кругловӑн тӑванӗсене пачӗҫ. Ҫак пулӑм вӑрҫӑра ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ нумай ҫемьене шанӑҫ парать. Николай Алексеевичӑн мӑшӑрӗ вара - Александра Круглова упӑшкипе пӗрлех ывӑлне те вӑрҫа ӑсатнӑ пулнӑ. 42-мӗш ҫулта мӑшӑрне ҫухатнӑ хыҫҫӑн кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ачисемшӗн пӑшӑрханнӑ. 44-мӗшӗнче тӑлӑх арӑм аллине тепӗр хура хут илнӗ. Ҫырура ывӑлӗ те ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хуни пирки пӗлтернӗ. Хӗрарӑмӑн ҫийӗнчех ҫӳҫӗсем шуралса ларнӑ. Ҫавах та, тепӗр ҫул вилнӗ тесе пӗлтернӗ ывӑлӗ килне сывӑ таврӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑҫан та пулин мӑшӑрӗ те ырӑ-сывӑ ҫаврӑнса килессе кӗтсе ҫӗнӗ шанӑҫпа пурӑннӑ.

Чӑн та, 1942-мӗш ҫулта хаяр ҫапӑҫура пуҫ хунӑ салтака юлашки ҫула ӑсатма ял-йышпа пӗрле Николай Кругловӑн 89 ҫулти ывӑлӗ хутшӑнма пултарни тӑванӗсемшӗн пысӑк телей пулчӗ. Хӗрлӗ армееца хӑҫан та пулсан ял масарӗнчех мӑшӑрӗпе ҫуммӑн пытарма пултарӗҫ тесе ятарлӑ вырӑн хӑварни те ахаль пулман.

Ҫак вӑхӑтра Раҫҫей шырав юхӑмӗн хастарӗсем ҫурхи астӑвӑм вахтине вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе халӗ тӗрлӗ регионта ҫакӑн евӗр вуншар сывпуллашу ӗҫ-пуҫӗ пулса иртет. Апла пулсан, Аслӑ вӑрҫӑ салтакӗсем килӗсене малашне те таврӑнӗҫ. Ҫулсем иртнӗ май вӗсене ас туса кӗтекенсен йышӗ ҫеҫ чакса пырать. 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов