Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсемпе хӗсметре пӗрле пулнӑ юлташӗсене асӑнса тивӗҫлӗ палӑк

Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗн ветеранӗсен Тӑвай тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн пайташӗсем ҫапла сӑваплӑ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Астӑвӑм монументне салтаксем хӑйсен ятарлӑ уявӗнче уҫрӗҫ.

Республикӑра Германири Совет ҫарӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвне йӗркелесе янӑранпа 12 ҫул ҫитрӗ. Ҫак вӑхӑтра салтаксем кашни округрах хӑйсен ушкӑнне чӑмӑртанӑ. Пӗрлешӳре халӗ 1800 яхӑн ҫын. Кашниех пысӑк яваплӑх туйса тӗрлӗрен патриотла ӗҫре хастар. Тӑвай тӑрӑхӗнчи ветерансем те алӑ усса лармаҫҫӗ. Кунта халӗ Германире хӗсметре тӑнӑ 75 ҫынна шута илнӗ. Пӗрле вӗсем ҫак палӑка лартма шут тытнӑ.

Ку вӑл - Чӑваш Енре Германири Совет ҫарӗн ветеранӗсене асӑнса уҫнӑ 26-мӗш палӑк. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра ҫак ӗҫ-пуҫ патриотизма ҫӗклесе салтаксене хавхалантарма ҫав тери кирлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Чӑн та, Аслӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнах йӗркеленӗ Совет ҫарӗн ушкӑнӗсем ҫӗршыва ҫур ӗмӗре яхӑн НАТО тапӑнасран сыхланӑ. Кирек хӑш самантра та Совет Союзне, унтан Раҫҫее хӳтӗлеме хатӗр тӑнӑ. 

Ветерансем лару-тӑру кӗҫех лӑпланасса шанаҫҫӗ. Ҫӗршывпа мӑнаҫланса фронта пулӑшас ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. 

Алексей Енейкин