Аслӑ вӑрҫӑ историне аса илчӗҫ, тылри халӑхӑн йывӑр шӑпи пирки калаҫрӗҫ

Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалласа Чӑваш Енри агропромышленнӑҫ комплексӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗ патриотла ӗҫпе Куславкка тӑрӑхне ҫитсе килчӗ. 

Ял хуҫалӑх тытӑмӗн ветеранӗсене куславккасем Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене халалланӑ мемориалта кӗтсе илчӗҫ. Кунти музейпа паллашнӑ хыҫҫӑн хисеплӗ хӑнасем вырӑнти пуҫлӑхсемпе тата ҫамрӑк армеецсен ушкӑнӗсемпе пӗрле митинг ирттерчӗҫ. Сӳнми ҫулӑм умне чечексем хучӗҫ. Унтан хастарсем Куснарти вӑтам шкулта пуҫтарӑнчӗҫ. Тарават ял-йыш ҫак пулӑма кӗтсе тӗплӗн хатӗрленнӗ. Аслӑ ӳсӗмри хӑнасене вӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарса шкулти тӑван тавралӑх музейӗпе паллаштарчӗҫ.

Кунта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Трубина Мархви ҫыравҫӑпа Ольга Ырзем артист пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗтес, хӳтӗлев чиккисене тунисен паттӑрлӑхне халалланӑ пӳлӗм пур. Ҫавӑн пекех, хальхи ҫар операцийӗн паттӑрӗсемпе те паллашма пулать. Залра пухӑннисем уйрӑмах аслӑ вӑрҫӑ историне аса илчӗҫ, тылри халӑхӑн йывӑр шӑпи пирки калаҫрӗҫ.

Агропромышленнӑҫ ветеранӗсем пухура пӗрлешӳ ӗҫне пӗтӗмлетсе обществӑра хастарлӑхпа палӑракан пайташӗсене чысларӗҫ, малашлӑхри ӗҫ тӗллевӗсене палӑртрӗҫ. 

Алексей Енейкин, Альбина Фомина