Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Ҫӗрпӳ районӗнчи Сергей Васильев кил таврашӗнче курав йӗркеленӗ

Ялти ӑста ӑна вӑрҫӑра пулнӑ тӑванӗсене халалланӑ.

62 урлӑ каҫнӑ Сергей Васильевӑн ҫак ӗҫе тӑвас шухӑш  тахҫанах  ҫуралнӑ. 5 ҫул каялла хӑтланса пӑхрӑм та тем пулса пӗтеймерӗ, тет. Хальхинче, тивӗҫлӗ  канура  пулнӑ май, ҫине тӑрса хӑй тӗллевне пурнӑҫланӑ. Хӗл каҫа кӳлепесене ӑсталанӑ. Ҫапла  фронтовик- тӑванӗсен  ятне ҫитӗнекен ӑру валли упраса хӑварасси уншӑн пархатарлӑ тӗллев  пулса тӑнӑ.

Ирина Николаева, Семен Антонов