Аслӑ Ҫӗнтерӗве туптанӑшӑн тав турӗҫ, паянхи кун паттӑрӗсене чысларӗҫ

Шупашкар округӗнче Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗ пуҫланнине халалланӑ пысӑк уяв иртрӗ. Унта хутшӑнакансем Кӳкеҫри Культура ҫуртне пухӑнчӗҫ. 

Патриотизм туйӑмӗпе тулнӑ уява халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ячӗпе тата Аслӑ Ҫӗнтерӗве тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пултарулӑх ушкӑнӗсем, юрӑҫсем куракан чунне витерекен концерт хатӗрленӗ. Ал ӑстисем ҫар темипе ӑсталанӑ ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Котеркассинчи "Шордан" фольклор халӑх ансамблӗ тата округри купӑсҫӑсен ушкӑнӗ чӑваш йӑлипе салтака ӑсатнине кӑтартрӗ. 

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси - сӑваплӑ ӗҫ. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫласа пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑнчӗҫ уявра. Аслӑ Ҫӗнтерӗве туптанӑ ветерансене - уйрӑм тав. Астӑвӑма упраса хӑварассин, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парассин пӗлтерӗшӗ паянхи кун пысӑккине палӑртрӗ Шупашкар округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов. Ҫак ӗҫе хӗрӳ ҫапӑҫу вырӑнӗсенче пулнӑ ветерансем хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. 

Паянхи паттӑрсене - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене те чысларӗҫ уявра. Фронтри ентешсене пулӑшакан хастарсене Тав хучӗсем пачӗҫ. 

Сцена ҫине юрӑ-ташӑ ӑстисем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухрӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗ урлӑ тӑван ҫӗршыва юратнине, паттӑрсемпе мӑнаҫланнине кӑтартрӗҫ. 

 

Екатерина Фомина, Олег Цыпленков