Презентацие пухӑннисем Григорий Ильич хӑй хыҫҫӑн хӑварнӑ материалсем чӑннипех те пичете тивӗҫ пулнине пӗр шухӑшлӑн пулса йышӑннине палӑртрӗҫ. 200 экземплярпа тухнӑ асаилӳсен пуххине гуманитари институчӗ кӑларнӑ. Унта Григорий Кондратьев тӗрлӗ ҫӗрте пурӑннӑ, ӗҫленӗ хушӑра ҫырнӑ статьясене те кӗртес тенӗ - чылай вӑхӑт рабкор пулнӑ вӑл.
Ун чухнехи пин-пин рабочи пек ахаль ҫын кӑна пулнӑ пулин те, Григорий Ильичӑн ҫыру чӗлхи хӑйнеевӗрлӗ кӑсӑклӑ та пуян. Ачалӑх кунӗсенчен пуҫласа Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче, Китайра, Мордва республикинче, тӑван Чӑваш Енре пурӑннӑ вӑхӑтри асаилӳсем пӗтӗмпех кӗнекере вырӑн тупнӑ. Кӑларӑма ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова