Асӑрханулӑх пирки пӗр самантлӑха та манмалла мар

Ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те инкек тухма пултарать. Хӗвел хӗртнӗ тапхӑрта вара вут-хӗм алхасас хӑрушлӑх темиҫе хут ӳсет. Ҫавна шута илсе ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен республикӑра пушартан сыхланмалли ятарлӑ йӗрке вӑй илет. 

2022-мӗш ҫултипе танлаштарсан, Чӑваш Енре пушарсен шучӗ 7 процент ӳснӗ. "Хӗрлӗ автан" алхаснинчен час-часах шар кураканнисем - Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле тата Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем. Улатӑр, Етӗрне тата Тӑвай округӗсенче вара ҫулӑмра вилекенсен шучӗ ӳснӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 26 ҫын пурнӑҫӗ синкерлӗн татӑлнӑ. 

Раҫҫейӗпех анлӑ сарӑлнӑ тепӗр пӑтӑрмах - самокатсем инкек кӑларни. Ҫак транспортпа усӑ курмалли завод ҫирӗплетнӗ йӗркесене пӑхӑнмасан пушар тухма пултарать. Аккумуляторне заряд панӑ чух ку хатӗре тимлӗхсӗр хӑвармалла мар. Ҫурхи тапхӑрта типнӗ курӑка ҫунтарнӑ чухне пушар тухнӑ тӗслӗхсем татах та нумайланаҫҫӗ. 2023-мӗш ҫул пуҫланнӑранпа ҫак сӑлтавпа 12 хутчен вут-ҫулӑм алхаснӑ. Ҫак кунсенче асӑрханулӑх пирки манни Улатӑр тӑрӑхӗнчи пӗр ҫемьене кил-ҫуртсӑр хӑварнӑ. Канаш округӗнче вара кӑвар типӗ курӑкран пӳрт ҫине куҫнипе кӑна лӑпланман, хуралтӑсенчен те кӗл ҫеҫ хӑварнӑ. Ҫавӑнпа юр ирӗлнӗ хыҫҫӑн кил таврашӗнчи тасамарлӑха кӑвайт чӗртсе тӗп тунӑ чухне ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнмалла.

Йӗркене пӑхӑнмасӑр инкек кӑларса тӑратнисене административлӑ е уголовлӑ майпа та явап тыттараҫҫӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑснӑшӑн 4 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров