Ӑс пухма та, канма та ӗлкӗреҫҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи "Белые камни" сывлӑх центрӗнче «Губернатор лагерӗн» черетлӗ смени вӗҫленчӗ. Аса илтеретпӗр, ку вӑл ҫулталӑкӗпех ӗҫлекен кану учрежденийӗ. Кӑҫал сменӑсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халаллаҫҫӗ. 

Кӑҫалхи икӗ уйӑхра "Шурӑ чулсем" кану центрӗ 2 смена йышӑнма ӗлкӗрнӗ. Кашнинче 11 - 17 ҫулхи 100 ытла ача пухӑнать. Вӗсем каннипе пӗрлех вӗренме те ӗлкӗреҫҫӗ. 12 куна пыракан сменӑра ачасем ҫур кун пӗлӳ пухаҫҫӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнаҫҫӗ, хушма пӗлӳ илеҫҫӗ, тавракурӑмне ӳстереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех паллӑ ҫынсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Программӑра пултарулӑх конкурсӗсем, спорт вӑййи те чылай. Кӑҫалхи сменӑсенче патриотизм темине ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 

Смена вӗҫленнӗ кун та вожатӑйсем ачасемпе вӑйӑ ирттерчӗҫ. Чи лайӑх команда ята ҫӗнсе илессишӗн ушкӑнсем историе пӗлнинче тупӑшрӗҫ. Тӗп сӑмахсем тӑрӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи пӗлтерӗшлӗ ҫапӑҫусене шӗкӗлчерӗҫ. Кунта тавҫӑрулӑхпа пӗрлех хӑвӑртлӑх та кирлӗ пулчӗ. Уҫӑ сывлӑшра апат та тутлӑрах пулнине палӑртрӗҫ канакансем.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ку вӑл 6-мӗш смена пулчӗ. Умра - тата иккӗ. Ачасем путевкӑсене тӳлевсӗр тивӗҫеҫҫӗ. Ҫакӑн валли лайӑх вӗренекенсем, обществӑлла ӗҫре, пултарулӑхра хастар ҫамрӑксем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ. Мӗн пур тӑкака республика хыснинчен саплаштараҫҫӗ. 

Черетлӗ смена пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Вӑл "Паттӑрсем" ятпа иртӗ.

Леонид Петров, Михаил Солин