Династисем йӗркеленессине чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен профессине юратни, кӑсӑклансах ӗҫлени витӗм кӳрет. Елена Егорова Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче 30 ҫул ытла тӑрӑшать. Пултарулӑхри малтанхи утӑмӗсене корреспондент ӗҫӗнчен пуҫланӑ, халӗ вӑл филиал ертӳҫин ҫумӗ.
Журналист профессийӗ - кулленхи ҫулҫӳрев. Елена Егорова чылай хушӑ корреспондентра ӗҫленӗ май республикӑра ҫитмен район хӑварман. "Ялсенче ҫулсем япӑхчӗ, машина путса ларни, ҫӗмӗрӗлни те пӗрре мар пулнӑ. Йывӑрччӗ, анчах пурпӗр килӗшнӗ ҫак ӗҫ", - аса илет Елена Ивановна. Республика тулашне, ытти ҫӗршывсене те час-часах тухса ҫӳренӗ. Беларуҫ республикинче иртнӗ командировка уйрӑмах асӗнче юлнӑ. "Ӗҫ кунӗ вӗҫленсен те чылайччен тытӑнса тӑни час-часах пулкаланӑ. Уйрӑмах 90-мӗш - 2000-мӗш ҫулсенче", - каласа парать Елена Егорова.
Вӑл вӑхӑтрах Володя аслисем мӗн ӗҫленине кӑсӑкланса сӑнанӑ. Ҫитӗнсен пӗр хушӑ юриста вӗреннӗ хыҫҫӑн ку професси уншӑн ют пулнине туйса илнӗ. Халӗ чылай хушӑ амӑшӗ хывнӑ телевидение сукмакне такӑрлатать. Хӑйӗн пӗрремӗш сюжетне студент чухнех монтаж тунӑ вӑл.
Режиссер тивӗҫӗ - ӗҫтешӗсем ӳкерсе килнӗ материала пӗр сюжета пухасси. Юрӑхлӑ кадрсене суйласа юнашаррипе килӗшӳллӗ тумалла, ӳкерчӗкпе сасса та шайлаштарма пӗлмелле. Пурӑна киле, опычӗ ӳссе пынӑ май ӑна тӳрӗ эфирсем кӑларма шаннӑ. Кунта вара яваплӑхӗ тата та пысӑк. Аппаратурӑна тӗрӗслемелле, ертсе пыраканпа ҫыхӑну йӗркелемелле. Телевидени ӗҫӗнче уншӑн пӗлменни нимӗн те ҫук. 14 ҫулта пин-пин эфир валли пин-пин материал хатӗрленӗ. Сӑмах май, ҫамрӑксен кӑларӑмне вӑл пулас мӑшӑрӗпе Наталияпа йӗркелесе пынӑ. Наташа телекураври ятарлӑ корреспондент.
Мӑшӑр кашни ӗҫе яваплӑха туйса тӑвать, хӑйсене шаннине тӳрре каларать. Ҫакӑнпа декорацисем вырнаҫтаракан Владимир Хрусталев та килӗшет. Унӑн ашшӗ кунта тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ, хушӑран компани ӗҫӗ-хӗлӗ пирки килӗнче те сӑмах хускатнӑ. Ывӑлне ӗҫе илсе ҫӳренисем те пулкаланӑ. Студие те пӗрре мар кӗртсе кӑтартнӑ. Ҫапла Владимир Ивановичӑн телекурав ӗҫченӗсен йышне кӗрес шухӑш ҫуралнӑ. 30 ҫул декорацисемшӗн яваплӑ вӑл. Пӗр кӑларӑм та унӑн тимлӗхӗсӗр иртмест. Хӗрӗ Елена Лыченкова та ачаллах телекурав пирки илтнӗ. Малтанах аслашшӗнчен, унтан ашшӗн калаҫӑвӗсене тӑнланӑ. Режиссер вырӑнӗ пушансан пӗр иккӗленмесӗр резюме ярса пӑхас тенӗ. Ашшӗпе хӗрӗ - тахҫантанпах ӗҫтешсем. Асли студи сӑн-сӑпатне илемлетет, Елена алли витӗр тухнӑ ӳкерчӗке республика курать.
Ҫывӑх ҫынни юратнӑ ӗҫпе аппаланнине курса ывӑл-хӗрӗ тепӗр чух пулас професси пирки пач иккӗленмест. Халӗ пысӑк компание ертсе пыракан Екатерина Канюка хӗрӗшӗн телекуравпа радиохыпарлав ҫурчӗ пӗчӗкренех ҫывӑх. Хыпарсен тӳрӗ эфирӗ вӑхӑтӗнче Анастасия студи сӗтелӗ айӗнче амӑшӗ кӑларӑма вӗҫлессе кӗтсе ларнӑ.
7 ҫулта чухне "Азбука безопасности" ача-пӑча кӑларӑмне ертсе пыма пуҫланӑ. Халӗ хӗр Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ хушӑрах радиохыпарлав службин корреспондентӗнче тӑрӑшать. Амӑшӗ ҫулӗпе утма пӗр хушӑрах ҫӑмӑл та, йывӑр та тет. Пӗр енчен унран лайӑх вӗрентекен ҫук, тепӗр енчен компанин ӑсталӑх шайне юрӑхлӑ пулмалла. Ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн эпир пӗр предприятире ӗҫлесе пӗрлехи пысӑк стаж йӗркеленӗ ҫемьесемпе паллаштарсах тӑрӑпӑр.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев