Архивра ӗҫлекенсем тыл ветеранӗсемпе интервью ҫыраҫҫӗ

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра вӑй хунисен аса илӗвӗсем ӗмӗрлӗхех архивра упранӗҫ.

Чӑваш Енре Aстӑвӑмпа мухтавлӑх ҫулне халалласа историшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тума палӑртнӑ. Аваллӑх управӑшӗсенче ӗҫлекенсем тыл ветеранӗсемпе тӗл пулса видеоинтервью ҫыраҫҫӗ. Ҫак пархатарлӑ проекта "Чӑвашкино" студийӗ 2013-мӗш ҫултах пуҫланӑ. Ун чухне вӗсем вӑрҫӑ ветеранӗсенчен интервью илнӗ. Халӗ ҫӗнтерӗве ҫывхартса тылра вӑй хунисен асаилӗвӗсене ӗмӗрлӗх упрама ҫырса илеҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов