Чӑваш Енре Aстӑвӑмпа мухтавлӑх ҫулне халалласа историшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тума палӑртнӑ. Аваллӑх управӑшӗсенче ӗҫлекенсем тыл ветеранӗсемпе тӗл пулса видеоинтервью ҫыраҫҫӗ. Ҫак пархатарлӑ проекта "Чӑвашкино" студийӗ 2013-мӗш ҫултах пуҫланӑ. Ун чухне вӗсем вӑрҫӑ ветеранӗсенчен интервью илнӗ. Халӗ ҫӗнтерӗве ҫывхартса тылра вӑй хунисен асаилӗвӗсене ӗмӗрлӗх упрама ҫырса илеҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов