Апат тата вӗренӳ пахалӑхӗ тӳрремӗн ҫыхӑннӑ

Ҫакна тӗп хулари икӗ шкулта пулнӑ тӗрӗслевҫӗсем ҫирӗплетрӗҫ. Ушкӑнра Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин, депутатсем тата ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсемпе 27-мӗш шкула пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫитсе курчӗ. 

Паянхи куна Шупашкар хулинчи 114 ача сачӗпе 55 шкулти 100 пине яхӑн ачана вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Федераци законӗпе килӗшӳллен, кӗҫӗн классенчи вӗренекесене тӳлевсӗр ҫитереҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗнчен ачасем хӑйсене мӗнле туйни нумай килет. Ҫавна май шкулсенче мӗнпе сӑйланине тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. 27-мӗш шкулта комисси апат-ҫимӗҫ пӗҫерекен вырӑна тимлӗх уйӑрчӗ, менюпа паллашрӗ, ҫавӑн пекех специалистсем ашшӗ-амӑшӗпе калаҫрӗҫ. 

Депутатсемпе пуҫлӑхсем апат-ҫимӗҫпе кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Кунти шкул ачисене тӗрлӗ енлӗ ҫитернине тата 10 кунлӑх меню хатӗрленине, калорипе пахалӑх енчен те вӗсем нормӑпа килӗшӳллен пулнине палӑртрӗҫ. 

Кун йышши тӗрӗслевсем малашне те пулӗҫ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ вара шкулти апат-ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫитменлӗхсем пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн интернетри страницинче ҫырса пӗлтерме е хӑйсен сӗнӳ-канашне вӗренӳ управленине ҫитерме пултараҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров