Тыл шанчӑклӑ пулсан - фронт та ҫирӗп. Пирӗн салтаксене ҫӗнтерӗве туптама Чӑваш Ен май килнӗ таран пулӑшать. Хальхинче УАЗ автомобильсем, квадрокоптерсем, хӳтӗлев хатӗрӗсемпе апат-ҫимӗҫ ӑсатрӗҫ. Республика Правительствипе "Пӗрле" фонд ертсе пыракан ӗҫе мӗн пур муниципалитет ҫыннисем, предприятисем хутшӑнаҫҫӗ. Кӗмӗл волонтерсем те айккинче юлмаҫҫӗ.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем те гуманитари пулӑшӑвне пуҫтарма хутшӑннӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ тӑрӑха тухса кайнӑ ӗҫтешӗ ыйтнипе УАЗ автомобиль хатӗрленӗ вӗсем. Ҫавӑн пекех электричество генераторӗ, машин валли запас пайсем ярса параҫҫӗ. Пӗрле фонд ертӳҫи Наталия Колыванова палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал пулӑшӑва фронта тӑтӑшах ӑсатаҫҫӗ. Ҫакна валли паянхи куна 63 миллион тенкӗ ытла укҫа пухнӑ. Шупашкарпа пӗрлех Улатӑрпа Йӗпреҫ округӗсенчен те пысӑк тиевлӗ машинсем ҫула тухрӗҫ. Вӗсенче - строительство материалӗсем, автомобильсем. Пулӑшӑва Бердянск районне илсе ҫитерӗҫ. Ӑна ӑнсӑртран суйламан. Ҫак муниципалитета Чӑваш Ен хӑй хӳттине илнӗ.
Екатерина Фомина, Наталья Егорова, Димитрий Макаров