Апаш шкулне йӗркеленӗренпе 150 ҫул

Вун-вун ӑрӑва хӑйӗн ытамне илсе тарӑн пӗлӳ парса ӳстернӗ, пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Тӑван шкул кашни вӗренекен асӗнче ырӑпа ҫырӑнса юлать. Шупашкар районӗнчи Апашри вӗренӳ учрежденийӗ ҫак кунсенче хӑнасене йышӑнчӗ. 

1907-мӗш ҫулти "Хыпар" хаҫат номерӗнче "Шупашкар уесӗнче" статьяра Апашри земство шкулӗ пирки калани пур. Архивсенче сыхланса юлнӑ документсем тӑрӑх ялта 1872-мӗш ҫулта ку тӑрӑхра пӗрремӗш земство училищи уҫӑлни паллӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗ 2-3 ҫуллӑх программӑпа ӗҫленӗ. 1939-мӗшӗнче вӑл вӑтам шкул пулса тӑнӑ. 

Уяв кунӗ шкул алӑкӗ хӑнасемшӗн яриех уҫӑлчӗ. Тӗрлӗ ҫулта пӗлӳ пухнисем, вӗренӳ ӗҫӗн ветеранӗсем пурнӑҫри ҫак тапхӑра яланах ӑшшӑн аса илнине, Апаш шкулӗ ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тунине хӗпӗртесе сӑнанине каларӗҫ. 

Хӑйӗн кун-ҫулӗнче тӗрлӗ тапхӑр чӑтса ирттерме тивнӗ шкулӑн. Анчах ертӳҫӗсем хӑйсем тавра пӗр шухӑшлӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ коллектив пухма пултарнӑран, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗрен ун ят-сумне ҫӳле ҫӗкленӗ. 2021-мӗш ҫулта Апаш шкулне тӗпрен юсанӑ. Халӗ кунта ӗҫлеме те, вӗренме те кӑмӑллӑрах. 

Алиса Александрова, Николай Семенов