Аня Чижова фончӗ тӑрӑшнипе сывлӑх енчен хавшак ачасем кино асамлӑхӗн тӗнчинче пулса курчӗҫ

Вӗсем хӑйсене "Оскар" премири чӑн-чӑн ҫӑлтӑрсем пек туйрӗҫ. 

Ыркӑмӑллӑх фончӗн офисӗнче хаваслӑ ӗҫ-пуҫ харӑсах 3 лаптӑкра вӗрерӗ. Ушкӑнсем юмахсенчи чӗр-чунсен тӗнчине лекрӗҫ. Кашни ача хӑйне сценарист е режиссер пек туйса илме пултарчӗ, камера умӗнче пултарулӑхне кӑтартса кинори тӗп сӑнар вырӑнӗнче пулса курчӗ. 

Ачасемпе пӗрлех ҫак асамлӑха ашшӗ-амӑшӗ те лекрӗ. Вӗсем кӗске фильм ӳкерчӗҫ. Хатӗр картинӑсене пысӑк экран ҫинче кӑтартрӗҫ. Актерсем выляни куракансемпе танах тӳресен кӑмӑлне те кайрӗ. Ҫамрӑк кинематографистсене экспертсенчен пысӑк паллӑ тивӗҫнинчен ытларах тӑвӑллӑн ал ҫупни хаклӑ пулчӗ. Ку тӗл пулу ачасене малашлӑха ҫирӗппӗн пӑхма хавхалантарӗ. 

Аня Чижова ячӗпе хисепленекен фонд Чӑваш Енри тата Мари Эл Республикисенчи йывӑр чирлӗ ачасемпе 7-мӗш ҫул ӗҫлет. Икӗ ҫул каялла, сӑмахран, кунта тӑрӑшакансем ҫамрӑксене хӑйсем тӗллӗн пурӑнма хӑнӑхтаракан программа пуҫарнӑ. Ачасем хаваспах туссем тупма, пултарулӑхне уҫма вӗренеҫҫӗ. 

Леонид Петров, Лидия Галактионова, Святослав Петров