Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 97 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑла депутатсем, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, "Байконур" космодром ветеранӗсем тата космонавтӑн хӗрӗ Елена Терешкова килсе ҫитрӗҫ. 

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗ - икӗ хутчен уяв. Пухӑннисем ҫак кун чӑваш ятне тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленӗ Андриянӑн амӑшне Анна Алексеевнӑна та сума сурӗҫ. Амӑшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те пӗр кунта ҫуралнӑ. Ҫакӑн пек тӗлпулусенче ырӑ вӑхӑтсене аса илесси йӑлара. Шуршӑла килсе ҫитнисене кашнине тенӗ пекех  Андриян Николаевпа пӗр-пӗр пулӑм ҫыхӑнтарать.

Пӗр тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене 1962-мӗш ҫулти пулӑм татах та мӑнаҫлантарнӑ. Чӑваш ывӑлӗ ҫӑлтӑрсем патне ҫӗкленнине ун чухне тӗнче пӗлнӗ. Чӑваш кӑйкӑрӗн тӑван ялне килнисем вилтӑприйӗ ҫине чӗрӗ чечексем хучӗҫ, ӑна асӑнса Алексий Сорокин протоиерей  кӗлӗ турӗ. Уяв тӗлне сӗнтӗрвӑррисем концерт программи те хатӗрленӗ. Халӑхпа пӗрле Андриян Николаевӑн юратнӑ юррине те шӑрантарчӗҫ.

Андриян Николаевӑн ырӑ сӑнарне ӗмӗрсем хушши халӑх асӗнче хӑварас тесе пысӑк проекта ӗҫе кӗртеҫҫӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Шуршӑлта музейпа вӗренӳ центрӗ тӑвассине ырласа йышӑннӑ. Федераци хыснинчен ҫакна валли 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. 

Мӗн-пур ӗҫ валли 3 ҫул уйӑрнӑ. Регион ертӳҫи Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, тӗллев патне 2028-мӗш ҫул вӗҫенче ҫитсе мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн ӗмӗрхи ҫавраҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ йышши музея хута ямалла. 

Алиса Александрова, Сергей Емельянов