Ҫветтуй Ольга княгиня вырӑс ҫӗрӗнчи Христос тӗнне йышӑннӑ пӗрремӗш ертӳҫӗ пулнӑ. Вӑл ку тӗнчерен куҫса кайнӑ хыҫҫӑн 140 ҫул иртсен кун-ҫул историне ҫырса пыракан ӑна хӑйӗн кӗнекинче тул ҫутӑлас умӗнхи шуҫӑмпа танлаштарнӑ.
Ольга княгиня Псков тӑрӑхӗнче 9-мӗш ӗмӗр вӗҫнелле ҫуралнӑ. Сӑнпа чипер те ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ хӗр, ахаль ҫемьере ӳснӗ пулин те, вырӑссен пӗрремӗш князӗн Рюрикӑн ывӑлӗн – Игорь кнеҫӗн – чӗрине тыткӑнланӑ. Вӑл вӑхӑтра вырӑс ҫӗрӗ тӗне кӗнисем тата тӗне кӗменнисем ҫине пайланнӑ. Игорь князь хӑй кӗлеткесене пуҫҫапакансен йышӗнче пулнӑ. Вӑл древлянсемпе ҫапӑҫма похода кайсан ӑна тискеррӗн вӗлернӗ. Ольга княгиня ҫав халӑха хайӗн мӑшӑрӗшӗн вӑл вӑхӑтри йӑлапа туллин тавӑрнӑ. Ҫакӑ унӑн Христос тӗнӗпе килӗшсе тӑман юлашки ӗҫӗ пулнӑ. Княгиня патшалӑха пӗлсе, ҫирӗп йӗркепе тытса пынӑ. Унӑн пурнӑҫӗнчи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм вӑл – Христос тӗнне йышӑнни пулнӑ. Ольга княгиня Константинопольте тӗне кӗнӗ, ӑна Полиевкт патриарх пил парса ҫапла каланӑ: «Эсӗ мухтавлӑ вырӑс хӗрарӑмӗ, эсӗ ҫутӑлӑха юратнӑран тӗттӗмлӗхе хӑвартӑн», – тенӗ.
Княгиня православие халӑхра сарас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. Анчах хӑйӗн ывӑлӗ Святослав Христос тӗнне йышӑнман. Ольга ывӑлне чӗререн юратнӑ, уншӑн тата вырӑс ҫӗрӗнчи мӗнпур халӑхшӑн кунӗн-ҫӗрӗн кӗл тунӑ, вӗсем чӑн тӗнпе пурӑнма тытӑнччӑр тесе Турра тархасланӑ. Мӑнукӗсене, Святославӑн ывӑлӗсене Ярополка, Олега тата Владимира вӑл ӗненӳпе ӳстерме тӑрӑшнӑ. Ҫветтуй Ольга вилсен 20 ҫултан унӑн мӑнукӗ Владимир Аслӑ кнеҫ, асламӑшӗ пуҫарнӑ ӗҫе малалла тӑсса, Вырӑс ҫӗрне тӗне кӗртнӗ.
Православи хӗрарӑмӗсен республикӑри пӗрлӗхӗн пайташӗсем апостолсемпе тан Ҫветтуй Ольга княгиня кунне кашни ҫулах пӗрле пухӑнса паллӑ тума калаҫса татӑлчӗҫ. Ольга ятлисем вара именина кунӗпе парнесене тивӗҫрӗҫ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова