Николай Ларионов-Йӗлмел кӑҫал 65 ҫул тултарчӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗрпе - Иван Яковлевпа пӗр кунта ҫуралнӑскер ырми-канми тӑван халӑх культурипе чӗлхемӗр пуянлӑхне аталантарассишӗн вӑй хурать. Ҫак кӗнекене те вӑл чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. Хӑйӗн юбилейне тата асран тухми амӑшӗн ҫутӑ сӑнарне халалланӑ. "Анне чӗри ӑшши" - авторӑн 20-мӗш кӗнеки пулать. Унта вӑл тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсемпе юптарусем тата юмах кӗртнӗ.
Николай Николаевич куҫару ӗҫӗнче те пултаруллӑ. Вырӑс поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарать вӑл. "Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ" тенӗ пек лешсем вара унӑн сӑввисене вырӑсла куҫараҫҫӗ. Ҫав хайлавсем те ҫӗнӗ кӗнекене пуянлатаҫҫӗ. Ҫавна май Николай Ларионов халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетессинче те сахал мар тӑрӑшни куҫкӗрет. Тӑван чӗлхе вара - яланах чи хисеплӗ вырӑнта.
Тӑван литературӑна Николай Ларионов пуҫӗпех парӑннӑ. Малтанласа вара кун пирки ытлашши шутламан та вӑл. Поэзи варкӑшӗ ӑна 1990-мӗш ҫулсенче водительте ӗҫленӗ чух пырса тивнӗ. Кунран-кун сӑвӑсем шӑрҫаланма пуҫланӑ.
Хӑтлава пухӑннисем ҫыравҫӑ пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Юрӑҫсем вара унӑн сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров








