Амӑшӗн ҫутӑ сӑнарне халалланӑ

"Анне чӗри ӑшши". Ҫапла ятпа Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑнакан Николай Йӗлмел ҫыравҫӑ черетлӗ сӑвӑ пуххине пахаларӗ. Паллӑ поэтӑн тата публицистӑн кӗнекин хӑтлавӗ Наци вулавӑшӗнче иртрӗ.

Николай Ларионов-Йӗлмел кӑҫал 65 ҫул тултарчӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗрпе - Иван Яковлевпа пӗр кунта ҫуралнӑскер ырми-канми тӑван халӑх культурипе чӗлхемӗр пуянлӑхне аталантарассишӗн вӑй хурать. Ҫак кӗнекене те вӑл чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. Хӑйӗн юбилейне тата асран тухми амӑшӗн ҫутӑ сӑнарне халалланӑ. "Анне чӗри ӑшши" - авторӑн 20-мӗш кӗнеки пулать. Унта вӑл тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсемпе юптарусем тата юмах кӗртнӗ.

Николай Николаевич куҫару ӗҫӗнче те пултаруллӑ. Вырӑс поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарать вӑл. "Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ" тенӗ пек лешсем вара унӑн сӑввисене вырӑсла куҫараҫҫӗ. Ҫав хайлавсем те ҫӗнӗ кӗнекене пуянлатаҫҫӗ. Ҫавна май Николай Ларионов халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетессинче те сахал мар тӑрӑшни куҫкӗрет. Тӑван чӗлхе вара - яланах чи хисеплӗ вырӑнта.

Тӑван литературӑна Николай Ларионов пуҫӗпех парӑннӑ. Малтанласа вара кун пирки ытлашши шутламан та вӑл. Поэзи варкӑшӗ ӑна 1990-мӗш ҫулсенче водительте ӗҫленӗ чух пырса тивнӗ. Кунран-кун сӑвӑсем шӑрҫаланма пуҫланӑ.

Хӑтлава пухӑннисем ҫыравҫӑ пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Юрӑҫсем вара унӑн сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров