Ахӑртнех, лав вырӑнтан тапранӗ, теҫҫӗ

Ҫул ҫук, ҫурт пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ, шыв башнине юсамалла. Ҫак ыйтусемпе республика ҫыннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев йышӑнчӗ.

Рада Ластухинана Вӑрнарти Ашмаров урамӗнчи 13-мӗш ҫурт шӑпи пӑшӑрхантарать. Хӑтлӑх пирки кунта пурӑнакансем ӗмӗтленеҫҫӗ кӑна. Тем пек тӑрӑшнӑ пулсан та вӗсем ҫынсене юхӑннӑ пӳртрен куҫармалли программӑна лекеймен. Зоя Покровскаяна вара Республика Пуҫлӑхӗ патне шыв ыйтӑвӗ илсе ҫитернӗ. Етӗрне районӗнчи Лешкас Асламас ялӗнче пурӑнакансем шыв башнине юсама тесе укҫа та пуҫтарнӑ, анчах ӗҫне тума никам та васкаман. Шупашкар районӗнчи Ишекри пӗр урама хытӑ сийлӗ ҫул кирлӗ. Хӑйсен нушипе унта пурӑнакансем хальччен тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Евгений Соловьёва ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене кӑҫал патшалӑх мӗнпе пулӑшасси кӑсӑклантарчӗ. Кашни ыйту тӗлӗшпех тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӑпӑр, - терӗ Олег Николаев. 


Екатерина Фомина, Михаил Солин