Суту-илӳ комплексӗнче ахаль чухнехинчен самай шавлӑрах. Аш-какай сӗнекен ретсем хушшипе туянакансемпе пӗрлех Ял хуҫалӑх министрӗ, ветеринари службин ертӳҫи ҫӳрет. Кӗтмен-ҫӗртен пулнипе тӗлӗннӗ сутӑҫсене ку тӗрӗслев маррине ӑнлантараҫҫӗ. Ҫав хушӑрах тавара ӑҫтан илсе килнипе, хакӗпе, туянакансем ытларах мӗн илнипе кӑсӑкланаҫҫӗ.
Республикӑри пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн аш-какая пысӑк тимлӗх уйӑрни, асӑрханни, паллах вырӑнлӑ. Тӗп пасарта та ҫӗпӗр мурӗнчен хӳтӗленсе дезинфекци ирттернӗ. Кунта килекен кирек епле юр-вар та сентре ҫинче вырӑн тупиччен лабораторин темиҫе тапхӑрлӑ тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Халӑх патне ҫитериччен пахалӑхне, документсене тишкереҫҫӗ. Ветеринари службинче ӗҫлекенсем чи пӗлтерӗшли халӑх патне паха та экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци илсе ҫитересси пулнине палӑртрӗҫ.
Алиса Александрова, Людмила Майкова, Вадим Владимиров