Ӑҫта пулсан та тӑван халӑхшӑн тӑрӑшаҫҫӗ

Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен "Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗ ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. 

Офицерсене пӗрлештерекен кун пек организаци ҫӗршывра урӑх ҫук. Ҫак пӗрлешӳ вара 20 ҫул ытла ӗҫлет. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ ҫар ҫыннисем туслӑхра ҫирӗп вӑй пулнине туйса пӗр-пӗринпе яланах тачӑ ҫыхӑнура пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетме вӗсем иккӗмӗш ҫул Коломна хулинче пухӑнчӗҫ.

Мухтавлӑ салтаксем иртнӗ ҫул ҫирӗплетнӗ ӗҫ планне туллин пурнӑҫланӑ. Тӗрлӗ тӑрӑха ҫитсе 20 ытла пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫ туса ирттернӗ. Ҫавӑн пекех пӗрлешӳ сайтне ҫӗнетнӗ, Чӑваш Республикинчен тухнӑ ҫар паттӑрӗсемпе паллаштаракан карта хатӗрленӗ тата ытти те. Кунта, паллах, ятарлӑ грант пулӑшӑвне палӑртмалла. Унпа усӑ курса ветерансем час-часах Чӑваш Ене те тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв чиккинче тӑшмана хирӗҫ кӗрешекен салтаксене пулӑшаҫҫӗ.

Паянхи кун "Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри - ҫӗршывра патриотсен юхӑмне вӑйлатасси. Ку енпе халӗ мӗнлерех ӗҫлемеллине иртнӗ ҫул лайӑх кӑтартрӗ теҫҫӗ салтаксем.

Аякра ӗҫлесе пурӑнакан офицерсене тепӗр кӑткӑс ыйту канӑҫсӑрлантарать. Ялта ҫитӗнекен ачасем чӑвашла калаҫманни тӗлӗнтерет вӗсене. Тӑван тӑрӑха килсе кайнӑ чух ҫак пулӑм уйрӑмах шухӑша ярать теҫҫӗ.

Офицерсем вара ҫак кунсенче тепӗр хут Чӑваш Енре тӗл пулма калаҫса татӑлчӗҫ. Ку эрнерех - ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче кадетсен стройпа юрӑ уявӗ иртмелле. Унта ҫамрӑксен пултарулӑхне харӑсах 5 тӗрлӗ тупӑшура тӗрӗслӗҫ. 

 

Алексей Енейкин, Святослав Петров