Уяв кунӗ центрта хаваслӑ юрӑ-ташӑ, вӑйӑ-кулӑ хуҫаланчӗ, ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑмӑрту, ӑсталӑх сехечӗсем иртрӗҫ. Тӗрӗссипе кунта йывӑрлӑха лекнӗ ачасене пулӑшас, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс ҫулпа утма хӑнӑхтарас тесе кулленех ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулу иртрӗ. Пурте вӗсем "Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫуллӑ ҫемье" конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑннӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене кӳрекен пулӑшу майӗсене Правительство анлӑлатса пырас тӗллевлӗ. Республика тивӗҫтерекен амӑшӗн капиталӗн укҫи-тенкипе, халӗ вӑл 150 пин тенкӗпе танлашать, усӑ курмалли йӗркене ансатлатма палӑртнӑ. Кунта ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне те шута илӗпӗр, - терӗ Олег Николаев.
Екатерина Фомина, Владимир Синдеев