Ачасен ӗмӗчӗсем халӗ те пурнӑҫланаҫҫӗ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи 9 ҫулти Надежда Мидейкинана савӑнтарчӗ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" ацине хутшӑннӑ ачасенчен пӗри. 

адежда шалкӑм ҫапнипе аптӑрать. Ҫавӑнпа та хӗр пӗрчине нумай тимлӗх уйӑрмалла. Ҫулталӑкне вӑл 2-3 хут реабилитаци тухать. Юлашки хут Надеждан сывлӑхне раштав уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Вӑл 1-мӗш класра вӗренет. Вӗрентекенсем киле пырса ҫӳреҫҫӗ. Ӑна вӗсем пур енлӗн аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ: аллисене ӗҫлеттереҫҫӗ, вулама хӑнӑхтараҫҫӗ. Сывлӑхӗ ҫирӗплентӗр тесен Надеждӑпа нумай ӗҫлеме тивет. Ятарлӑ хатӗрсем те кирлӗ. Ҫемье велотренажер пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫакна Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурнӑҫлама пултарчӗ. Регион ертӳҫи ҫавӑн пекех кучченеҫсем, кӗнекесем парнелерӗ Надеждӑна.

Диана Иванова, Виктор Степанов