Ачасен чи ырӑ та ҫутӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ

Ҫӗнӗ ҫулта ватти те, вӗтти те кӑштах асамлӑха шанса ыррине кӗтеҫҫӗ. Ачасем вара уйрӑмах. Ҫулталӑкри чи савӑнӑҫлӑ уява халалланӑ "Ӗмӗтсене пурнӑҫлакан чӑрӑш" акци те чылай ҫынна телейлӗрех пулма пулӑшать.

2024-мӗш ҫул Шупашкарта пурӑнакан Савельевсен ҫемйишӗн те пысӑк савӑнӑҫпа пуҫланчӗ. 5 ҫулти Ольӑпа унӑн 14-ри пиччӗшӗ уяв умӗн ытти пин-пин ача пекех шур сухаллӑ асамҫӑ патне ҫыру ҫырнӑ. Чунтан ыйтни нумай кӗттермен. Ольӑн ӗмӗтне Культура министрӗ Светлана Каликова пурнӑҫларӗ.

Ольӑн пиччӗшӗ Руслан вара музыкӑпа кӑсӑкланать. Мӗн пулать тенӗ пек йӑмӑкӗпе пӗрле ҫыру ҫырса пӑхас тенӗ. Унта пралуксӑр музыка колонки ҫинчен ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ҫыру Чӑваш Енри ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн аллине лекнӗ. Алена Елизарова ача ӗмӗтне пысӑк кӑмӑлпа пурнӑҫланине калать. Руслана ҫеҫ мар, унӑн йӑмӑкне те парне турӗ Алена Геннадьевна.

Ҫак ыркӑмӑллӑх акцине патшалахӑн кашни тытӑмӗ хутшӑнать. Сӑмахран, Вӗренӳ министерстви тӑрӑшнипе Чӑваш Енри тӗрлӗрен суту-илӳ центрӗсенче те асамлӑ чӑрӑшсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ сӑлтавпа ашшӗ-амӑш хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ ачасен чи ырӑ та ҫутӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров