Ача усрава илнӗ ҫемьесен республикӑри 9-мӗш форумӗ иртрӗ

Унта тӑванланнӑ ашшӗ-амӑшӗпе ачисем тата вӗсене пӗрлешме пулӑшнӑ специалистсем пуҫтарӑнчӗҫ. Уявра йӑлана кӗнӗ "Ҫемье ӑшши" конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗҫ, усрава илнӗ тӑнӑҫлӑ кил-йыша тата опека ӗҫченӗсене чысларӗҫ.

Вӑрнар районӗнчи Кузьминсем уява пысӑк йышпа пуҫтарӑннӑ. Мӑшӑр 10 ача ура ҫине тӑратнӑ, кашниех ашшӗ-амӑшне алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреме хатӗр. Кил-йыш 2000-мӗш ҫулта ҫапла кӗтмен-ҫӗртен хушӑннӑ: тӑванӗсен 6 ачи тӑрук тӑлӑха юлнӑ, вӗсенчен чи кӗҫӗнни уйӑхра, асли 15-ре пулнӑ. Екатерина Варсонофьевнапа Анатолий Ефремович хӑйсем те 4 ача ҫитӗнтернӗ, анчах пӗр тӑвансене пӑрахман - усрава илме шутланӑ. Чӑваш Енре халӗ ачасене усрава илнӗ пин те 700 ытла ҫемье. Патшалӑх вӗсене укҫа-тенкӗ енчен пулӑшать, ытти тимлӗх те самай уйӑраҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинчех тӑлӑха юлнисем ҫултан-ҫул сахалланса пынине палӑртрӗ регион ертӳҫи. Республикӑра паянхи кун ҫакнашкал 2 пин ҫурӑ ытла ача, ытларахӑшӗ ҫӗнӗ ҫемьере пурӑнать. 

Ирина Николаева, Димитрий Макаров