Ача усрава илес текен ҫемьесем валли ҫӗнӗ проект хатӗрлеҫҫӗ

Республикӑн вӗренӳ министерстви "Профессиллӗ усрав ҫемье" проект пурнӑҫа кӗртес тӗллевлӗ. Ҫак ыйтӑва сӳтсе явма ведомствӑра ӗҫлекенсем тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ ачасен Ҫӗмӗрлери центрне ҫитрӗҫ.

Ҫӗнӗ программа хавшак сывлӑхлӑ, 12 ҫултан аслӑрах ачасене тата пӗртӑвансене ҫемье тупма пулӑшасса шанаҫҫӗ ӑна хатӗрлекенсем. Ҫакнашкал проект федерацин 6 субъектӗнче пурнӑҫа кӗрет. Чӑваш Ен ҫиччӗмӗш пулӗ.  Ача усрава илесси питӗ яваплӑ утӑм. Ҫавӑнпа та ҫемьене психолог асӑрхаса тӑрӗ, укҫа енчен те хушма пулӑшу кӳме палӑртнӑ.  

Надежда Александрова, Михаил Солин.