Ҫӗнӗ программа хавшак сывлӑхлӑ, 12 ҫултан аслӑрах ачасене тата пӗртӑвансене ҫемье тупма пулӑшасса шанаҫҫӗ ӑна хатӗрлекенсем. Ҫакнашкал проект федерацин 6 субъектӗнче пурнӑҫа кӗрет. Чӑваш Ен ҫиччӗмӗш пулӗ. Ача усрава илесси питӗ яваплӑ утӑм. Ҫавӑнпа та ҫемьене психолог асӑрхаса тӑрӗ, укҫа енчен те хушма пулӑшу кӳме палӑртнӑ.
Надежда Александрова, Михаил Солин.