Ача ҫуратмалли ҫуртранах автокреслӑпа тухмалла

Чӑваш патшалӑх ҫул-йӗр инспекцийӗ Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче пулас аннесем валли профилактика ӗҫ-пуҫӗ пуҫарнӑ. Вӗсенчен пӗрне Президент перинаталь центрӗнче ирттерчӗҫ. 

Тӗл пулӑвӑн тӗллевӗ - ашшӗ-амӑшне пепкене машинра илсе ҫӳренӗ чухне автокреслӑпа усӑ курмалли пирки аса илтересси. Ҫул-йӗр патшалӑх инспекцийӗнче ӗҫлекенсем ҫакна пӑхӑнмасан мӗнле хӑрушлӑх сиксе тухма пултарнине, автомобильте ачана мӗнле тӗрӗс илсе ҫӳремелли пирки кӑтартса, ӑнлантарса пачӗҫ. Пуласлӑхра вӗсем кун пек уроксене перинаталь центрӗнче ҫеҫ мар, хӗрарӑмсен консультацийӗсенче те ирттерме палӑртаҫҫӗ. Малтан Шупашкарта, кайран вара республикӑри ытти хуласемпе районсенче те. 

Ачасем - кашнин пурнӑҫӗнчи чи пысӑк хаклӑх. Ҫавӑнпа та хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнмалла. Ачасене автокреслӑсӑр тата ятарлӑ пиҫиххипе ҫыхӑнмасӑр илсе ҫӳренишӗн вара водителе 3 пин тенкӗ таран штраф кӗтет.

Оксана Верликова, Игорь Ульянов