Хӳтӗлев чиккине Сӑр хӑрринче вырнаҫнӑ Пӗрремӗш тата Иккӗмӗш Выҫҫӑлккӑ ялӗсен ҫывӑхӗнче тунӑ. Тылра нуша курнисене сума суса кӑҫал асӑну комплексӗ йӗркеленӗ. Пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ кунта. Гранит плитасем ҫинче уйрӑмах лайӑх ӗҫленӗшӗн орден-медале тивӗҫнисен ячӗсене ҫырнӑ. Мемориала, ун патне илсе пыракан ҫула брусчатка сарнӑ. Асӑну вырӑнӗ йӗркелессине ялти хастар Леонид Белов пуҫарнӑ. Леонид Николаевич хӳтӗлев чикки пулнӑ вырӑнта пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче бетонран тунӑ ҫаврака хурӑмлӑ хатӗре тупнӑ. Ӑна хӑҫан туни те паллӑ, бетон ҫинче чӗрсе ҫырса хунӑ - 1941-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗ. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи археологипе этнографи кафедрин специалисчӗсем вӑл пулемет шӑтӑкӗн ҫӳлти пайӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ӑна Пӗрремӗш Выҫҫӑлккӑ ялӗнче вырнаҫтарса асӑну вырӑнӗ йӗркеленӗ. Вӑрҫӑ чухнехи пек ДЗОТ тунӑ. Ҫак ӗҫре Леонид Белова мӑшӗрӗпе ывӑлӗсем пулӑшнӑ. Пӗлтӗр вӑл вырӑна Сӑрпа Хусан хӳтелев чиккине тӑвакансене асӑнмалли кун пысӑк йышпа уҫнӑ.
Кӑҫал асӑну вырӑнне пысӑклатнӑ. Мемориала "Ниме-халӑх бюджечӗ" программӑпа усӑ курса тунӑ. Пысӑк ӗҫ валли патшалӑх 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
85 ҫул каялла ҫак вырӑнта хӗрарӑмсемпе ачасем шартлама сивӗре ӗҫленӗ. Шӑн ҫӗре чавма вӗсене тӑван ҫӗршыва юратни, Ҫӗнтерӳ пуласса ӗненни вӑй парса тӑнӑ. Пӗрремӗш тата Иккӗмӗш Выҫҫӑллкӑ ялӗсем ҫывӑхӗнче пулеметран пемелли 5 вырӑн пулнӑ. Вӗсене тӑшманран хӳтӗленме ҫӳллӗрех, танк хӑпарайман вырӑнсенче тунӑ. Пӗрин ҫӳлти пайӗ - бетон калпакӗ сыхланса юлнӑ. Асӑну митингне килнӗ ачасемпе аслисем ДЗОТа кӗре-кӗре пӑхрӗҫ. Кунта малашне шкул ачисемпе экскурсисемпе патриотла уроксем ирттерӗҫ. Пӗрремӗш Выҫҫӑллкӑ ялӗнчи Сӑр хӳтӗлев чиккине тунисене халалланӑ мемориал республикӑра пурӑнакансене те, туристсене те илӗртекен вырӑн пулӗ.
Алена Артемкина, Александр Семенов








